Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ял хуҫалӑхӗ

Чӑваш Енре кӑҫалтан хӗвелҫаврӑнӑш ӳстерме шут тытнӑ. Ҫулса выльӑха силос туса пама унччен те аккаланӑ-ха ӑна. Анчах хальхинче тӗшшишӗн ӳстерӗҫ. Чӑвашсемшӗн ҫӗнӗ ӗҫе пуҫараканни — Улатӑр районӗнчи «Игнатово» тулли мар яваплӑ общество. Яваплӑ утӑма пуҫӑниччен хуҫалӑх ертӳҫисем ытти регион опытне тишкернӗ. Кӳршӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗнчех, ав, ҫак культурӑна ҫулсерен пиншер гектар ҫинче туса илеҫҫӗ. Акана тухиччен улатӑрсем хӑйсен тӑпра пахалӑхне те хакланӑ. Тата, паллах, хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине вырнаҫтармалли вырӑнсене шыранӑ. Ӑна тип ҫу кӑларакан савут йышӑнать иккен. Хӗвелҫаврӑнӑша специалистсем тухӑҫлӑ культурӑсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ. Паян унӑн пӗр килограмӗ 15 тенкӗпе каять-мӗн.

Хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине «Kinze 3600» маркӑллӑ икӗ агрегат акать. Харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫлама пултараканскер пӗр вӑхӑтрах им-ҫам та сапса хӑварать иккен. Талӑкра 300 гектара яхӑн ҫӗнме хӑват ҫитереҫҫӗ. Ӗнерхи кун тӗлне 2,5 пин гектар акнӑ та иккен. Пӗтӗмпе вара 4 пинтен ирттересшӗн.

 

Акнӑ лаптӑка пахалаҫҫӗ
Акнӑ лаптӑка пахалаҫҫӗ

Хӑй вӑхӑтӗнче пахаланӑ куккуруса пӗр вӑхӑтра ял хуҫалӑх предприятийӗсем пӑрахӑҫланӑччӗ. Хӑш-пӗр специалист ун пирки пирӗн тӑрӑхра туса илме юрӑхлӑ мар тенине теприсем манман-тӑр-ха. Манӑҫтарнӑ ҫав культурӑна халӗ вара урӑхларах хаклама тытӑнчӗҫ. Тата сорчӗсем те тӗрлӗрен мар-и? Ку тӑрӑхра туса илме шухӑшласа кӑларнисем аван тухӑҫпа савӑнтарнине тата ӗнесемшӗн куккурус пахаран та паха апат пулнине кура ӑна юлашки вӑхӑтра ҫине тӑрсах ӳстерме тытӑнчӗҫ.

Шупашкар районӗнче куккуруса кӑҫал 770 гектар ҫинче акса хӑварма палӑртнӑ. Паянхи кун тӗлне «Чурачикское» тата «Прогресс» хуҫалӑхсем пурӗ 215 га (сӑмай май, вӗсен иккӗшӗн те пӗр хуҫа), «Атлашевский» кооператив 158 га, «Ольдеевская» агрофирма 60 га акнӑ. «Приволжское», Ленин ячӗллӗ, «Средняя Волга» хуҫалӑхсем вара ҫав культура валли ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ.

 

Тӗлӗнтермӗш техника
Тӗлӗнтермӗш техника

Ҫӗре ҫӗнӗ йышши технологипе акасси республикӑри хӑш-пӗр хуҫалӑхра йӑлана кӗрсе пырать. Тӗслӗх вырӑнне республикӑн ял хуҫалӑх министерстви Ҫӗрпӳ районӗнчи А.В. Хорошавин фермера тата Вӑрнар районӗнчи «Санары» хуҫалӑха илсе кӑтартать. Унта «No-Till» текен технологипе ӗҫлеҫҫӗ-мӗн. Акӑлчан чӗлхинчен куҫарсан ку вӑл сухаламасӑр тенине пӗлтерет.

Ҫапла, пӗрчӗллӗ культурӑсене тата сидерат евӗр акакан ял хуҫалӑх культурисене хӑмӑл ҫийӗн сухаламасӑрах акма пулать иккен. Анчах акаканни — йӑлана кӗнӗ йышши сеялка мар, харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫлама пултаракан 9 метр сарлакӑш агрегат. Вӑл талӑкра 90 гектара ним мар ҫӗнейрет иккен. Ҫӗнӗ йышши ҫав техника пӗрре кайнӑ чух им-ҫам та сапать, вӑрлӑха та акса хуплать, хӑмӑла вара вӗтетсе хӑварать. Ҫак меслет ҫӗре шыв ҫурасран тата тӑпрана ҫил типӗтсе ярасран та лайӑх иккен. Ҫапла ӗҫленине кура ҫур акинче укҫа-тенкӗ сахалтарах тӑкакланать-мӗн — кашни ӗҫе уйрӑм пурнӑҫланипе танлаштарсан 40 процент таран перекетленет имӗш.

Ытти сеялкӑпа танлаштарсан ҫӗнӗ йышши агрегат харӑсах темиҫе культура акма пултарнипе те уйрӑлса тӑрать.

Малалла...

 

Вӗлле хурчӗ тытассипе чӑвашсем мӗн авалтанпах ҫине тӑнӑ. Ҫак ӗҫе ансат тесе калаймӑн — унӑн вӑрттӑнлӑхӗ самай. Муркаш районӗнчи хурт-хӑмӑр ӑстисем вара хӑйсен ӗҫ мелне ыттисене хаваспах каласа параҫҫӗ тесен те йӑнӑш пулас ҫук. Вӗлле хуртне тытакансем ҫак эрнере район шайӗнче канашлу ирттерсех ӑсталӑха туптамалли майсем пирки калаҫнӑ.

Хурт-хӑмӑр агентствин тӗп директорӗ Г.А. Максимов чир-чӗрпе епле кӗрешмелли ҫинчен ӑнлантарса панӑ. Муркаш районӗнчи хурт-хӑмӑрҫӑсен старости Г.Т. Толстов хуртсене сиен кӳрекен сӑтӑрҫӑсемпе тата чир-чӗрпе эмелсӗрех кӗрешме май пуррине аса илтернӗ, ҫав меслетсем пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.

Ял ҫыннисем ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫне туса илме пӗлеҫҫӗ-ха, анчах вырнаҫтарма пур чухне ҫӑмӑл мар. Тата халӗ пахалӑха ӗнентерекен хутсем те кирлӗ. Акӑ, сӑмахран, «Чӑвашсен биоҫимӗҫӗ» стандарта тивӗҫтерес тесен ятарлӑ сертификаци витӗр тухмалла. Район администрацийӗн экономика тата агропромышленность аталанӑвӗн пайӗн тӗп специалисчӗ Т.А. Алексеева ҫавӑн пирки уҫӑмлатса панӑ.

 

Ытти хӑш-пӗр ҫул ҫанталӑк ака уйӑхӗн ҫуррисене ҫитнӗ-ҫитмен ӑшӑтса яраканччӗ. Кӑҫалхи ҫур аплах васкамарӗ. Ҫапах та ҫакӑ хресчен те йӑраланнине пӗлтермест. Чӑван Енӗн ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи лару-тӑрӑва иртнӗ ҫулхи ҫав тапхӑртипе танлаштарса тишкерсен ҫуртрисене кӑҫал пӗлтӗрхинчен икӗ хут ытларах акма ӗлкӗрни палӑрать. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем хальлӗхе 107 пин гектара ҫӗннӗ. Процент ҫине куҫарсан, ку вӑл 52% тенине пӗлтерет.

Кӑнтӑр енчи районсенче ҫӗр те маларах пулса ҫитнине кура ака-сухана маларах тухаҫҫӗ. Комсомольски, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк тӑрӑхӗсенче, акӑ, ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ — асӑннӑ енчи хресченсем палӑртнинчен 82 процент ытларах акма ӗлкӗрнӗ. Ку енпе ҫурринчен иртнӗ Элӗк, Канаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Тӑвай районӗсенче те хирти ӗҫ-хӗл япӑх мар хӑвӑртлӑхпа пырать тесе палӑртать ЧР ял хуҫалӑх министерстви.

Малалла...

 

Ҫу кунӗсем ав, кӗҫех таврара «хуҫаланма» тытӑнчӗҫ. Хӗл ытамӗнчен хӑтӑлса, ҫутҫанталӑк ҫӗнӗ ем-ешӗл симӗс тум тумланма тытӑнчӗ те. Ҫурхи кунсемпе пӗрлӗх уйсенче хӗрӳ ӗҫ тапхӑрӗ пуҫланать.

Хӗвеллӗ, ӑшӑ кунсене пула ҫурхи ака-суха ӗҫӗ кӑҫал темиҫе кун маларах пуҫланнӑ. Асӑннӑ ӗҫӗ чи малтанах Елчӗк, Патӑрьел, Улатӑр тата Вӑрнар районӗсем хастаррӑн пуҫарӑннӑ.

Иртнӗ ҫулпа танлаштарсан ку вӑхӑталла пӗлтӗр 7 пин гектар акнӑ пулсан, кӑҫал вара 20 пине ҫитнӗ.

Ака-суха ӗҫне паянхи куна республикӑри пур район та тытӑннӑ. Апла пулин те Чӑваш Республикин ял-хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ака-суха ӗҫӗн хӗрӳ тапхӑрӗ тин кӑна ҫӗнӗ вӑйсем илме тытӑнни ҫинчен каласа хӑварать.

Ял-хуҫалӑх пуҫлӑхӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал 570 пин гектар акса лартма паллӑртса хунӑ.

Унсӑр пуҫне тата Шупашкар районӗн Тутаркасси ялӗ ҫумӗнчи чӑх-чӗп фабрикине ҫӗнетме, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӗнӗ ферма хута яма ятарлӑ проектсем хатӗрленеҫҫӗ.

Малалла...

 

Муркаш районӗн сайчӗ пӗлтернипе тӑрӑхри шултра мӑйракаллӑ выльӑхсен йышӗн ҫурри ытла — харпӑр хуҫалӑхри витесенче. Ку вӑл 10 383 пуҫ, е районти пӗтӗм йышран 65,4%.

Районти ялсенче пурӗ 6 082 ӗне (пӗтӗм йышран 72,5%), 1 192 сысна (пӗтӗм йышран 16,9% [сысна хӑҫан мӑйракаллӑ пулса тӑни паллӑ мар, анчах район сайчӗ вӗсене те ШМВ шутне кӗртет]), 9 683 сурӑхпа качака (пӗтӗм йышран 99%). Ҫавӑн пекех ялти уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗнче 38,3 пин кайӑк (ку районти йышран 10,3%), 29 лаша (районти йышран 34,5%) пур.

Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче кайӑк-кӗшӗкпе выльӑх-черлӗхе пусса пурӗ 569 тонна аш тунӑ, 6 591,4 тонна сӗт сунӑ, 1 227,8 пин ҫӑмарта сутнӑ. Муркаш районӗпе шутласан уйрӑм хуҫалӑхра аш тӑвасси 66% танлашнӑ, сӗт сӑвасси — 74,6%.

Ялти уйрӑм хуҫалӑхсенче пуш уйӑхӗнче ӗнерен вӑтамран 12,6 кг сӗт илнӗ (пӗлтӗрхи кӑтарту — 13,3 кг).

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://cap.ru/info.aspx?id=2502230
 

Тунтикун пирӗн Элтепӗр Михаил Игнатьев Австри элчипе Клестиль-Лёффлерпа тӗл пулнӑ. Калаҫура вӗсем тӗрлӗ ыйтусем ҫӗкленӗ — Австри пирӗн респуликӑна мӗнле пулӑшма пултарасси пирки, Чӑваш Ен инҫетри ҫӗршыва мӗнпе илӗртме пултарасси пирки. Чӑвашра кӑларакан продукцие Австри ҫӗршывне кӑларма пулашасси ҫинчен тата республикӑна укҫа-тенкӗ хывма сӗннисӗр пуҫне пирӗн Элтепӗр республика ҫӗрӗсене Австри фермерӗсене 49 ҫуллӑха тара пама сӗнни те пулнӑ.

Ку пирӗн вӑхӑт пулӑмӗ-ши е пуҫлӑхсен айванлӑхӗ-ши? Ӗмӗр-ӗмер хушши, пин-пин ҫул хушшинче ҫӗр ӗҫне юратса ҫитӗннӗ халӑх чӑнах та ҫӗр ҫинче ӗҫлеме маннӑ-ши? Шупашкар тӑрӑхри фермӑсене сӗт сӑвакансене инҫетри Елчӗк районӗсенчен йыхӑрни пирки сас-хура тахҫанах ҫӳретччӗ-ха, халӗ вара ял хуҫалӑхри йывӑрлӑхсем чӑн пулни Австри элчи таранах ҫитнӗ курӑнать.

Тен, Австри фермерӗсене чӗнсе аппаланас вырӑнне республикӑраи арканнӑ колхоз-совхозсене чӗртме тытӑнмалла? Вара ял халахӗ те Мускава ҫӳреме пӑрахӗ, ялсем те ача сассипе тулма пуҫлӗҫ?

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i803.html
 

Элӗк районӗнчи хуҫалӑхсем паха вӑрлӑх туянассипе ӗҫлеҫҫӗ. Иртнӗ кунсенче кӑна «Журавлев» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ «Дарья» элита ҫурхи тулӑна 4 тонна Вӑрнар районӗнчи «Санары» хуҫалӑхран илсе килчӗ. «Алмаз» общество та ҫак культурӑна янтӑланӑ, «Маргарита» сортлине — 20 тонна.

Янкурас ялӗнчи Р.Митрофанов хресчен-фермер урпа вӑрлӑхне ҫӗнетме тӗллев лартнӑ, ҫавна май «Тандем» элитӑна 2 тонна хатӗрленӗ.

«Новый путь» «Свеча» ҫурхи тулӑна 4 тонна, «Эльф» урпана 4 тонна, «Гунтор» сӗлӗне 5 тонна, пӑрҫа 4 тонна, люцернӑпа клевера 2-шер тонна турттарса килнӗ.

 

Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗн Сергей Семёновӑн генерал-майорӑн ячӗпе нумай пулмасть ҫыру килнӗ — Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан Галина Невзорова хӑйне пулӑшнӑ полици ӗҫченӗсене тав тума ыйтнӑ.

Килти сурӑхсем ҫухалнӑ хыҫҫӑн 73 ҫулхи Галина Невзорова упӑшкипе вӗсене шырама тухнӑ. Ватӑ ҫынсем Раҫҫей ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Сӗнтӗрварри» уйрӑмӗн йӗрке хуралҫисене пулӑшма ыйтнӑ — вӗсем хирӗҫ пулман, часах ҫӗтнӗ выльӑхсене те тупма пултарнӑ.

Вӑхӑтра пулӑшнӑшӑн Галина Невзорова республикӑн ШӖМ ӗртӳҫисенчен хӑйне йывӑр вӑхӑтра хӑварман ӗҫченсене мӗнле те пулин хавхалантарма ыйтнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.mvd.ru/news/334512/
 

Страницӑсем: 1 ... 83, 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90, 91, 92, [93], 94, 95, 96, 97, 98, 99
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 24

1991
35
Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ